Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Типĕ курăка ан çунтар

Типĕ курăка ан çунтар

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун вырăнти, территори пайĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура округ пурнăçĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç.

Черетлĕ канашлу яланхиллех пĕтĕмлетỹсенчен пуçланчĕ. Иртнĕ эрнере муниципалитет округĕн администрацийĕн Аслă Çĕнтерỹ уявне хатĕрленессипе çыхăннă пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Паллă кунччен вăхăт нумай юлмарĕ. Унччен вара палăксене юсассипе, вĕсен территорийĕсене тирпейлессипе, уяв программине хатĕрлессипе çине тăрса ĕçлемелле. Территори пайĕсенче праçник майăн 8-мĕшĕнче иртĕ, çав кунах, каçхине, округ центрĕнче çамрăксем «Астăвăм çурти» акци йĕркелĕç. Майăн 9-мĕшĕнче вара йĕркелỹ комитечĕ округра пурăнакансене тата хăнасене тĕп лапама «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнма, çамрăк армеецсен тата техника парачĕсене курма, театрализациленĕ представленипе паллашма йыхравлать. Спорт мероприятийĕсем те пулĕç уяв программинче.

Çуркунне кунсерен вăй илсе пынă май пушар тухас хăрушлăх та ỹсет. Кăçал, шел пулин те, статистикăна 4 пушар çырăннă та ĕнтĕ. Типĕ курăка çунтарма юраманнине темшĕн хăшĕ-пĕри çăмăлттайла йышăнать. Урăх регионсенче çулсерен вăрмансем кăна мар, ялсем те вут-кăвара пула кĕлленнине пĕлместпĕр-им? Халăх хушшинче пушар хуралĕн ĕçченĕсем кăна ăнлантару ĕçне йĕркелени çителĕксĕр, ку тĕлĕшпе территори пайĕсем те хастарлăх кăтартма тивĕçлĕ.

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çур аки ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Муниципалитет округĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Волков палăртнă тăрăх, кăçал пĕтĕмпе 38984 гектар çинче акса-лартса хăвармалла, çав шутран 23334 гектар тĕш тырă, 361 гектар — çĕр улми, техника культурисем — 1666 гектар, пахча çимĕç — 94 гектар, выльăх апачлĕх культурăсем 13529 гектар. Пахча çимĕç туса илессине Х(Ф)Хсем пĕтĕмпех хăйсем çине илнĕ.

Тухăçлă продукци туса илесси культурăсене вăхăтра тата пĕлсе апатлантарса тăнинчен те нумай килет. Минераллă удобрени хатĕрлесси округра питĕ лайăх пырать. Ĕнерхи кун тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем ăна 3782 тонна (109 процент) кỹрсе килнĕ. Сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе саппасланасси 172 процента (782 тонна) çитнĕ. Вăрлăх хатĕрлесси тивĕçлĕ шайăн 125 проценчĕпе танлашать. 1545 тонна пысăк репродукциллĕ вăрлăх туяннă. Ака ĕçĕсене пурнăçлама кадрсем çителĕклĕ.

Хуçалăхсенче техника паркне çĕнетессишĕн тăтăшах тимлеççĕ. 2020-2022 çулсенче кăна 396 единица техника туяннă. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ — 910 миллион тенкĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра çеç ял хуçалăх организацийĕсем 10 единица техникăпа (41,4 млн) пуянланнă.

Сергей Геннадьевич ял хуçалăхăн ытти отраслĕсене те асăнмасăр иртмерĕ. Аш-какай туса илесси, тỹрех калăпăр, питĕ япăх пырать: 2022 çулхи 1-мĕш кварталпа танлаштарсан чакнă — 88 процент (!). «Комбайн», «Эмметево», «Рассвет», «Яманчурино» хуçалăхсенче ку ĕçе аван йĕркеленĕ пулсан, «Сатурн», «Энтепе», «Прогресс», «Труд», Ленин ячĕллĕ, «Победа» предприятисенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче чакни курăнать.

Сĕт туса илесси пĕлтĕрхи 3 уйăхрипе пăхсан 105 процентпа танлашнă. Çак ĕç Ленин ячĕллĕ, «Сатурн», «Прогресс» тата «Победа» хуçалăхсенче 7 тоннăран пуçласа 176 тонна таран ỹснĕ пулсан, «Комбайн», «Рассвет», «Яманчурино», «Труд» тата Х(Ф)Хсем 8 тоннăран тытăнса 68 тонна таранах чакнă.

Мăйракаллă шултăра выльăх шучĕ чакни те пăшăрхантарать. 2023 çулхи 1-мĕш кварталта выльăх шучĕ 10575 пуç е, иртнĕ çулхипе шайлаштарсан, 98 процент. Кунта «Энтепе», Ленин ячĕллĕ, «Победа», «Труд», «Эмметево» хуçалăхсем 1 пуçран пуçласа 60 пуç таран ỹстернĕ пулсан, «Рассвет», «Прогресс», «Яманчурино», «Комбайн» тата Х(Ф)Хсем 24 пуçран тытăнса 105 пуç таранах чакарнă. Пĕтĕмĕшле выльăх шучĕ чакни 199 пуçпа танлашать.

Роспотребнадзор Управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Петрянкина хĕрлĕ шатра чирĕ пирки сăмах хускатрĕ. Ун çинчен хаçатăн çывăх номерĕсенче çутатăпăр.

Канашлура пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code